Шанчӑк — Шанчӑксӑрлӑх

 

8727Ача-пӑчана шанакан хӑрах куҫлӑ пулакан, тарҫи-тӗрҫине шанакан сӗм суккӑр пулакан.Шанчӑк — Шанчӑксӑрлӑх
8728Йӑвари кайӑка шаниччен вӗҫсе ҫӳрекен кайӑка шанма каланӑ.Шанчӑк — Шанчӑксӑрлӑх
8729Куҫпа курнине мӗн пӗлен, чунӑма шан.Шанчӑк — Шанчӑксӑрлӑх
8730Пулманни шанмасть, пулни манмасть.Шанчӑк — Шанчӑксӑрлӑх
8731Савнине шанакан арӑмсӑр юлакан.Шанчӑк — Шанчӑксӑрлӑх
8732Савнине шанакан юлташсӑр юлакан.Шанчӑк — Шанчӑксӑрлӑх
8733Ҫӗрлехи ҫула шанма ҫук теҫҫӗ.Шанчӑк — Шанчӑксӑрлӑх
8734Ҫынна шансан куҫсӑр юлан.Шанчӑк — Шанчӑксӑрлӑх
8735Тайлӑк-тайлӑк урапа шанчӑксӑр.Шанчӑк — Шанчӑксӑрлӑх
8736Хура халӑха шаниччен хура вӑрмана шан тенӗ.Шанчӑк — Шанчӑксӑрлӑх
8737Шанӑҫа тӳрре кӑларас пулать.Шанчӑк — Шанчӑксӑрлӑх
8738Шанман — ашшӗ-амӑш хӳне хыпаланӑ.Шанчӑк — Шанчӑксӑрлӑх
8739Шанмасан шан айне кӗрсе вырт.Шанчӑк — Шанчӑксӑрлӑх
8740Шаннӑ кайӑк йӑвара ҫук.Шанчӑк — Шанчӑксӑрлӑх
8741Шанчӑк ҫухалсан тупасси питӗ хӗн.Шанчӑк — Шанчӑксӑрлӑх
8742Шанчӑклӑ арӑм та виличчен виҫҫӗ улталанӑ тет.Шанчӑк — Шанчӑксӑрлӑх
8743Шанчӑклӑ йӑвара кайӑк ҫук.Шанчӑк — Шанчӑксӑрлӑх
8744Шанчӑклӑ ҫын сӑнчӑр тӗшне тӑнӑ.Шанчӑк — Шанчӑксӑрлӑх
8745Шанчӑксӑр пурӑнакан этем ҫур этем кӑна теҫҫӗ.Шанчӑк — Шанчӑксӑрлӑх
8746Шанчӑксӑра шаниччен анчӑк ҫине шан.Шанчӑк — Шанчӑксӑрлӑх
8747Юлташна мар, ҫумри арӑмна та ан шан теҫҫӗ.Шанчӑк — Шанчӑксӑрлӑх
8748Ялти ҫынна шаниччен ҫичӗ юта шан.Шанчӑк — Шанчӑксӑрлӑх